Чӑваш Ене 10 ҫула яхӑн ертсе пынӑ Михаил Игнатьева ӗҫрен хӑтарни ҫинчен юлхав журналист та ҫырчӗ пулӗ. Михаил Игнатьевпа ҫыхӑннӑ хыпарсене ҫӗршыври тата хамӑр регионти МИХсем ӑмӑртмалла тенӗ пек хыпарласа тӑчӗҫ. Паян Михаил Васильевич хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленисене тата хӑйне критикленисене тав туса Инстаграмра ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ ӗнтӗ.
Би-Би-Син вырӑс служби (аса илтерер: Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑва итлеме Би-Би-Син журналисчӗ Илья Барабанов килнӗччӗ) Шупашкарти ҫӑлкуҫсем систерни тӑрӑх ҫапларах пӗлтернӗ: Михаил Игнатьева Путин ӗҫрен кӑлариччен Федераци Канашӗнчи должноҫе тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ пулма сӗннӗ-мӗн. Анчах Михаил Васильевич влаҫран кайма килӗшмен имӗш.
Ҫӗршывӑн ҫӗнӗ премьер-министрӗ Михаил Мишустин хӑйӗн пӗрремӗш хушӑвӗпе Федерацин налук службин пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Ҫак портфеле Даниил Егорова шаннӑ.
Аса илтерер, унччен ку пукана Мишустин хӑй йышӑннӑччӗ. Раҫҫей Правительствине отставкӑна янӑ хыҫҫӑн Владимир Путин Президент ҫӗршывӑн РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ пулма налук службин пуҫлӑхне сӗнчӗ. РФ Патшалӑх Думи асӑннӑ кандидатурӑна ҫирӗплетрӗ.
Даниил Егоров унччен Федерацин налук службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл 1975 ҫулта ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн халӑхсен туслӑхӗн университетӗнче «юриспруденци» специальноҫне алла илнӗ. Налук органӗнче 2001 ҫултанпа ӗҫлет. 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна РФ Федерацин налук службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма лартнӑ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн черетлӗ пулӑшаканне ҫирӗплетнӗ. Ҫак тивӗҫе хальхинче Иван Филиппова шаннӑ. Унпа алӑ пуснӑ контрактра палӑртнӑ тӑрӑх, Иван Филиппов Михаил Игнатьев Элтеперте ӗҫленӗ вӑхӑтра пулӑшуҫӑра тӑрӑшӗ. «На связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевичӑн пулӑшаканӗсен йышӗ ҫапла вара пиллӗке ҫитнӗ.
Иван Филиппов маларах Рособрнадзорта ӗҫсен тата бюджет процесне йӗркелекен управленире пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл 2012 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, «стандартизаци тата сертификаци» специальноҫа алла илнӗ. 2018 ҫулта Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗн магистратурине вӗренсе пӗтернӗ. Халӗ — Мускаври патшалӑхӑн облаҫ университечӗн аспиранчӗ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксем студентсен отрячӗпе Крым Республикине тухса кайнӑ. Унта вӗсем Ялтӑра ӗҫлесе пурӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «БЭМС» пӗрлештернӗ командӑна Шупашкарта вырнаҫнӑ тӗрлӗ вӗренӳ учрежденийӗнчи студентсем кӗнӗ. Йышра Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн «Гольфстрим», Чӑвашпотребсоюзӑн Шупашкарти коопераци техникумӗн «Апельсин» тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Пегас» отрячӗсен пайташӗсем — пурӗ 50 ҫамрӑк — пулнӑ. Вӗсем 2019 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен «Ялта-Интурист» хӑна ҫурчӗн комплексӗнче ӗҫленӗ.
Тӑрӑшнине кура 11 дипломпа чысланӑ. «БЭМС» отряд вара чи лайӑх производство отрячӗ пулса тӑнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Бурят Республикинче Чӑваш культурипе литературин кунӗсем вӗҫленнӗ.
Асӑннӑ тӑрӑхра чӑвашсен пӗрлешӗвне йӗркелени ҫулталӑк ытларах ҫеҫ. Апла пулин те хастар чӑваш, Надежда Колесникова (вӑл хӑй ют чӗлхесен вӗрентекенӗ пулса тӑрӑшать), ертсе пынипе йӑхташӑмӑрсем чӑваш халӑхӗ ҫинчен Байкал тӑрӑхне мӑнаҫлӑн пӗлтерме сулмаклӑн талпӑнаҫҫӗ.
Мероприятисен программинче Улан-Удэри наци вулавӑшӗнче «Чӑваш культурин хӑйне евӗрлӗхӗ» курав (ӑна А.К. Салмин ӑсчах сӑнӳкерчӗкӗсенчен йӗркеленӗ) уҫӑлнине те, бурят ҫыравҫисемпе йӗркеленӗ «ҫавра сӗтеле» те (унта Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова хутшӑннӑ), чӑваш тӗррин ӑсталӑх класне те (Роза Степанова артистка ирттернӗ), аслӑ шкулсен студенчӗсемпе чӑвашсен тӗнче цивилизацийӗнчи вырӑнӗ пирки лекцие те (Дмитрий Мадуров ӑсчах вуланӑ), Хӗвелтухӑҫ институчӗн студенчӗсемпе Никита Бичурин синолог ҫинчен лекцие те (Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова ирттернӗ), маларах асӑннӑ Надежда Колесникован «Переселение чувашей в Бурятию.
Иркутск хулинчи хастар чӑвашсем паллӑ ӑсчаха, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ, тӗнчипе ятлӑ-сумлӑ Иакинф Бичурин ӑсчаха халалласа облаҫри таврапӗлӳҫӗсен пӗрремӗш конференцине йӗркеленӗ. Ӑна вӗсем иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче ирттернӗ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева мероприятие йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Иркутск хула администрацине, Иркутск облаҫӗн Правительствине, Чӑваш Ен Культура министерствине, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне, Чӑваш наци конгресне, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музее, Томск облаҫӗнчи чӑваш культурин обществине, Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономине, Тутарсемпе пушкӑртсен культура центрне, кӑмӑлпа пулӑшнӑ ытти мӗнпур ҫынна тав тунӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн доценчӗн ӗҫне Раҫҫейре пысӑка хурса хакланӑ. Сӑмахӑмӑр — педагогика ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ, педагогика ӗҫченӗсен професси аталанӑвӗн кафедрин доценчӗ Людмила Васильева пирки. Унӑн «Регионализация дошкольного этнохудожественного образования» (чӑв. Шкул ҫулне ҫитменнисен этнохудожество вӗрентӗвне региона кура йӗркелесси) ӗҫӗ «Языки и культура народов России: сохранение и развитие» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем тата культури: сыхласа хӑварасси тата упрасси) Пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра ҫӗнтернӗ.
Ӗҫсене номинацисемпе суйласа илнӗ. Чи лайӑххисен шутӗнче — Раҫҫейӗн 51 регионӗнчи 110 практика.
Людмила Васильева Канашри педагогика училищинче (1973-1976 ҫулсенче), Чӗмпӗрти патшалӑх педагогика институтӗнче, асӑннӑ аслӑ шкулӑн аспирантуринче, Мускаври патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. 2018 ҫултанпа Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлет.
Шупашкар районӗнчи Пранькка ялӗнче ҫуралнӑ Станислав Малютин экономика наукисен докторне асра тытса вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫинче астӑвӑм хӑми уҫнӑ.
Станислав Малютинпа пӗр вӑхӑтра ӳснисем унӑн нушаллӑ пурнӑҫне аван астӑваҫҫӗ. Пӗчӗклех тӑван амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ вӑл. Вӗренес кӑмӑлӗ пысӑк пулнӑ унӑн. 10 ҫухрӑм ытла инҫӗшре вырнаҫнӑ Ҫӗтӗк пушмак тӑхӑнса Ишек шкулне ҫул такӑрлатнӑ вӑл. Пӗрех пуҫса усман. Вӗренсе ҫын пулма ӑнтӑлнӑ.
Станислав Малютин Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх тата наука-тӗпчев институчӗсенче ӗҫленӗ.
Унӑн асӑну хӑмине вӑл чылай ҫул пурӑннӑ Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Экономика докторне хисеплесе ирттернӗ пухӑва АПК ветеранӗсен союзӗн председателӗ Петр Ивантаев йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри кулинарсем Узбекистанран медальсемпе таврӑннӑ. Пылак апат-ҫимӗҫ пӗҫерекенсен ӑмӑртӑвӗ чӳк уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче иртнӗ.
Кулинарсен «Вкусный Узбекистан 2019» (чӑв. Тутлӑ Узбекистан 2019) пӗтӗм тӗнчери чемпионатне Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Казахстанран, Румынинчен, Болгаринчен, Азербайджанран, Турцинчен, Алжиртан, АПШри, Индинчи, Пакистанри, Грецинчи, Кӑнтӑр Корейӑри, Монголинчи тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршыври апат пӗҫерекенсем пуҫтарӑннӑ.
Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн преподавателӗ Анна Яровая, «Планета» кондитерскин производство заведующийӗ Юрий Сиволюб, Шупашкарти коопераци институчӗн студентки ылтӑн медальсемпе таврӑннӑ.
Кулинарсен пултарулӑхне хаклакан 20 тӳре хушшинче Чӑваш Енри икӗ ҫын: Чӑваш енри кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫи Николай Уездный, Шупашкарти коопераци институчӗн проректорӗ Елена Антонова — пулнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри виртуаллӑ концерт залӗ уҫӑлӗ. Вӑл аслӑ шкулӑн вӗренӳ театрӗнче уҫӑлӗ. Вӑл зал Раҫҫейӗн Культура министерствин пррекчӗ тесе пӗлтерет республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви.
Виртуаллӑ концерт залне 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Унта республикӑн Культура министерствин специалисчӗсем, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти вӑхӑтӗнче Олег Лундстрем ячӗллӗ Патшалӑх камера оркестрӗн джаз концертне онлайн меслетпе кӑтартӗҫ. Унта кирек кам та ҫитсе курма пултарать. Тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |